Паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан хисепе тивӗҫнисене патшалӑх наградисемпе чыслӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие пирӗн республикӑра пурӑнакансем те хутшӑнӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнчи йышӑнупа орден-медале тивӗҫекен 17 ҫын хушшинче Чӑваш Енрен те пур.
Шупашкарта пурӑнакан Николай тата Дарья Пороскунсем виҫӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр ӳстереҫҫӗ. Пӗрисем йышлӑ ача хисепе тивӗҫеҫҫӗ пулсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тихӑнушкӑнь ялӗнче пурӑнакан, 7-мӗш класс пӗтернӗ Кирилл Блинов путакан ачана шывран туртса кӑларса паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Хӗрачана ҫӑлма малтанласа ашшӗ чупса пынӑ-ха, анчах вӑл шыва путнӑ. «Эп ишме пӗлетӗп. Нимрен те хӑрамарӑм», — мӑн ҫынла хӑюллӑн каланӑ кайран паттӑр йӗкӗт.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Терентьева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ.
Анастасия Михайловна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Василий Терентьева качча тухнӑ. Анчах тӑватӑ ачине унӑн пӗчченех ӳстерме тивнӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗ часах ҫӗре кӗнӗ.
Халӗ кинемей хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, кӗнеке вулама кӑмӑллать, хӑй тӗллӗнех Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай ячӗллӗ чиркӳре иртекен кӗлӗсене ҫӳрет, хӗрне кил-тӗрӗшре пулӑшать.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Анастасия Михайловнӑна юбилей ячӗпе вырӑнти тӳре-шара, депутатсем килне пырса саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.
Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.
«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь ячи арҫын ачана РФ Президенчӗ Владимир Путин чыслӗ. Кирилл Блинов ҫыннӑ ҫалнӑшӑн «Ҫынна вилӗмрен ҫӑлнӑшӑн» медале тивӗҫӗ.
Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Кирилл, кил умӗнче пулнӑскер, пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Арҫын ача тӳрех амӑшне чӗннӗ. Вӗсем пӗве еннелле чупнӑ.
Ҫыранран инҫех мар катамаран ларнӑ, ун ҫинче – 7 ҫулти хӗрача. Кирилл ӑна ҫӑлма ыткӑннӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Хӗрача 12 ҫулти аппӑшӗ путни пирки каланӑ. Вӗсен ашшӗ аслине ҫӑлас тесе шыва чӑмнӑ, анчах каялла тухайман.
Кирилл катамаран ҫине ларса путакан ачана ҫӑлма васканӑ. Вӑл хӗрачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Шел те, ашшӗне ҫӑлайман. Кирилпа амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын хӗрӗсемпе яла тӑванӗ патне канма килнӗ пулнӑ-мӗн.
Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Владимир Путин Кирила медальпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна хӑҫан чыслассине каярахпа пӗлтерӗҫ.
Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ.
Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62.
Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%.
Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш салтакӗн виллине тупнине, ӑна 3 уйӑх шыранине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти ҫамрӑк унта контракт мелӗпе службӑна кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Владимир Жерженовӑн ӳтне Хӗрлӗ Чутай районне илсе килнӗ. Ӑна палласа илмешкӗн Мускав облаҫне амӑшӗ тата тӑванӗ кайнӑ.
Тӑванӗсене вилнине ӗнентерекен хут панӑ. Унта каччӑ мӗншӗн вилнине палӑртайманнине пӗлтернӗ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ-и е вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ-и? Хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗ Владимир Муравьев каланӑ тӑрӑх, каччӑн малти пилӗк шӑлӗ пулман.
Ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнчи масар ҫине пытарӗҫ. Ун умӗн суд-медицина экспертизи ирттересшӗн, мӗншӗн тесен тӑванӗсен хальлӗхе уҫӑмланман ыйту нумай.
Чӑваш Енре камсен хир сыснине пеме юрать? Нумаях пулмасть, аван уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви шӑпа янӑ.
Кӑҫалхи сезонра республикӑри 5 муниципалитетра 26 хир сыснине пеме палӑртнӑ. Сунара тухма 26 ҫын тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнче Кудрявцев А.М., Сергеев К.В., Мальцев И.Ю., Князев П.П. сунара тухӗҫ. Йӗпреҫ районӗнче ҫаксене хир сыснине пеме ирӗк панӑ: Артемьев В.В., Васильев С. А., Козлов П.З., Павлов Л.В., Тарасов А.Л., Дмитриев В.Н. Комсомольски районӗнче ҫаксем тивӗҫнӗ: Ларионов В.Н., Григорьева А.Л., Шуряшкин Д.Л., Шуряшкин О.Г. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Платонов В.И., Антонов А.А., Данилов П.В., Гусев С.В. сунара кайӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче вара ҫаксем шӑпа ярсан ҫӗнтернӗ: Мартынов Н.А., Мурашкин В.Н., Кожевников С.И., Самойлов О.М.
Хӗрсем ҫапла майпа укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ ахӑртнех. Анчах ҫӑмӑл мел вӗсене ырри патне илсе ҫитермен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти икӗ хӗре йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мопед вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
28 пин тӑракан мопед кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫыннин пулнӑ. Анчах мопед «ураланни» пирки вӑл полицие нумаях пулмасть ҫеҫ пӗлтернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: мопеда 16 ҫулти икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Траснпорта хӗрсенчен пӗрин гаражӗнче тупнӑ. Ӑна вӗсем сӳтнӗ. Хайхискерсем пайӗсене, двигателӗпе кустӑрмисене, сутма ӗлкӗрнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн амӑшӗн правине чикӗленӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн тӗпренчӗкӗсене алимент тӳлеме тивӗ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫул ҫитмен ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ӗҫлемен. Суд хӗрарӑма икӗ ачине алимент тӳлеттерме те йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк амӑшӗ ниҫта та ӗҫлемен. Ачасене воспитани парас енӗпе кукамӑшӗ ӗҫленӗ.
Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хӗрарамӑн амӑшӗн правине чикӗлеме йышӑннӑ. Унӑн ӗҫлесе илнӗ укҫан 1\3 пайне алимент тӳлемелле. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |